Типĕ хăш-пĕр апатсене çиме юраманнипе те çыхăннă. ПР Сывлăх сыхлав министерствин тĕп диетологĕ Рушания Ялалова витаминсемпе минералсем деффицичĕ тата «çиме юраман» апатсене мĕнпе улăштармалли пирки каласа панă.
- Типĕ вăхăтĕнче аш-какай, çăмарта, сĕт-турăх, пулă çиме юрамасть. Çавна май апатпа пĕрле тимĕр, цинк, В12, D, витаминсем, кальций сахал лекеççĕ. Рациона пахча çимĕç, кăмпа, улма-çырла, кĕрпесем, мăйăр, пыл кĕртме юрать. Çакă паха. Ÿсен-тăранран тăракан апат-çимĕç организмшăн питĕ усăллă, - палăртнă диетолог.
Рушания Ялалова ăнлантарса панă тăрăх, рационран белоклă апатсене кăларсан триптофон шайĕ сахалланать. Çакă иммунитет, вăй-хал чакасси, кăмăл-туйăм начарланасси патне илсе çитерме пултарать. Çавăнпа та пăрçа, кăмпа, мăйăр çимелле. Унсăр пуçне апатри белок шайне те ÿстермелле. Ун валли тĕрлĕ пĕрчĕллĕ тырă йышши кĕрпесенчен пĕçернĕ пăтăсем, шултра авăртнă çăнăхран хатĕрленĕ апат-çимĕç çимелле.
Çавăн пекех макарон изделийĕсем, çĕр улми, пахча çимĕç, хăмăр рисран пĕçернĕ апат, вир кĕрпи, хура тул кĕрпи, соя, ясмăк, финик, банан, арахис, пыл, типĕтнĕ улма-çырла усăллă. Рацион тĕрлĕ енлĕ пулнине асăрхаса тăмалла, шыв ĕçмелли пирки те манса каймалла мар.
Унсăр пуçне Рушания Ялалова типĕ тытма пурне те юраманни пирки асăрхаттарнă. Уйрăмах - ачасене, чирлисемпе ватă çынсене.