Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
7 Мартӑн 2025, 09:51

Медицина полисне пула 1,2 млн тенкĕсĕр тăрса юлнă

Октябрьский хулинче пурăнакан арçын медицина полисне улăштарассипе  çыхăннă мошенниксен серепине çакланса 1,2 млн тенкĕ укçине çухатнă. РФ Шалти ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, инкек телефон шăнкăравĕ хыççăн пуçланнă.

Медицина полисне пула 1,2 млн тенкĕсĕр тăрса юлнăМедицина полисне пула 1,2 млн тенкĕсĕр тăрса юлнă
Медицина полисне пула 1,2 млн тенкĕсĕр тăрса юлнă

Палламан çын телефон урлă  шăнкăравласа медицина полисне улăштармалли çинчен каланă. Арçын SMSпа килнĕ код номерне пĕлтернĕ хыççăн мошшениксем хăйсене «Госуслуги» тата «Центробанк» ĕçченĕсем пек кăтартса укçине вĕсен счечĕ çине куçарма ыйтнă.

Мошенниксем хистенипе арçын  кредит илсе укçине вĕсем каланă счет çине куçарнă. Юлашки хут укçа куçарнă чухне улталаннă çыннăн карттине банк  блокировка туса ĕлкĕрнĕ, арçынна полицие шăнкăравласа пулăшу ыйтма сĕннĕ.

РФ Шалти министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕ укçăра паллă мар счет çине куçарма,  SMSпа килнĕ  кода никама та пĕлтерме хушмасть.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас