Пур хыпар та
Новости
7 Мартӑн , 11:49

Поездпа çулталăк тăршшĕпех çур хакпа çÿреме пултарĕç

Инçе çула çÿрекен поездсем çинче 10-18 çулхи ачасем çулталăк тăршшĕпех çур хакпа çÿреме пултарĕç. РФ правительстви çамрăксем ăçта тата мĕнле майпа вĕреннине пăхмасăр вĕсене 50% çăмăллăхпа тивĕçтерме йышăннă.

Поездпа çулталăк тăршшĕпех çур хакпа çÿреме пултарĕç
Поездпа çулталăк тăршшĕпех çур хакпа çÿреме пултарĕç

«Малашне 10-18 çулхи ачасем, ăçта тата мĕнле майпа вĕреннине пăхмасăр,  ун пек çăмăллăхпа çулталăк тăршшĕпех усă курма пултарĕç. Вĕрентÿ заведенийĕсенчен нимĕнле документ та кирлĕ мар, - пĕлтернĕ правительствăн ларăвĕнче Михаил Мишустин.

Асăннă йĕрке инçе çула çÿрекен пур категорири поездсенчи купери, плацкарт тата пĕтĕмĕшле вагонсенчи çамрăк пассажирсене (хăвăрт каякан поездсăр пуçне) пырса тивет.

«Çирĕплетнĕ йĕрке пулăшнипе ашшĕ-амăшсемпе ачисемшĕн чугун çулпа çÿреме майлăрах пулать, çемьесем çĕршыв тăрăх çул çÿреве кайма пултараççĕ, уйрăмах çуллахи каникул вăхăтĕнче», - палăртнă премьер.

Çак таранччен çăмăллăхпа тивĕçтересси ачасен ÿсĕмĕнчен килнĕ. Унсăр пуçне  çăмăллăхпа сентябрь уйăхĕнчен пуçласа май уйăхĕччен куçăн мелпе вĕренекен шкул ачисене çеç тивĕçтернĕ. Çăмăллăхпа усă курас тесен кашнинчех шкултан илнĕ справка кăтартмалла пулнă. Техникумсемпе колледжсенче вĕренекенсен ун пек çăмăллăх пулман.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: