Пур хыпар та
Новости
7 Мартӑн , 14:49

Пушкăртстан хĕр ачи шашка ăмăртăвĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ

Ишимбай хулинчи шашка шкулĕн воспитанникĕ Софья Степанова Ярославль хулинче иртнĕ Раççейри  шашка ăмăртăвĕнче  кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. ПР Спорт министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, Софья вырăс шашкипе ăмăртакан 17 çула çитичченхи хĕрсем хушшинче мала тухнă. Вăл ултă парти çĕнсе илсе 15 очко пухнă.

Пушкăртстан хĕр ачи шашка ăмăртăвĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ
Пушкăртстан хĕр ачи шашка ăмăртăвĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ

Нумай пулмасть Софья 14 çула çитичченхи хĕр ачасем хушшинче Тĕнче тата Европа чемпионĕ пулса тăнă. 2024 çулта вăл Турцинче иртнĕ вырăс шашкисен тĕнче чемпионатĕнче медальсен тулли комплектне çĕнсе илнĕ.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: