Пур хыпар та
Новости
11 Мартӑн , 11:43

Владимир Путин Аслă муфтие тата Пушкăртстан çыннисене сумлă наградăсемпе чысланă

РФ Президенчĕ Владимир Путин республикăра пурăнакансене хисеплĕ ятсемпе тата  наградăсемпе чысланă. Тивĕçлĕ указа РФ право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнче пичетленĕ.

Владимир Путин Аслă муфтие тата Пушкăртстан çыннисене сумлă наградăсемпе чысланă
Владимир Путин Аслă муфтие тата Пушкăртстан çыннисене сумлă наградăсемпе чысланă

Документпа килĕшÿллĕн Дмитрий тата Юлия Громенкăсене «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» медалĕн орденĕпе, Ĕпхÿри ача-пăча филармонийĕнчи пушкăрт юррисен ансамблĕн ертÿçине Наиля Шаймарданована «Культурăпа искусствăри ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă. Çавăн пекех «Иглин вăрман хуçалăхĕ»  патшалăх автономи учрежденийĕн  Улу-Телякри вăрман хуçалăхĕн  аслă мастерне Рафаил Мухаметшина «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вăрман ĕрчетекенĕ» хисеплĕ ят панă.

Унсăр пуçне Раççейри мăсăльмансен Тĕп тĕн управленийĕн председательне Талгат Таджуддина тата «Альтернатива» пластмасса изделийĕсен завочĕ» ООО тĕп директорне Раиль Фахретдинова Раççей Федерацийĕн президенчĕн Хисеп хучĕпе чысланă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: