Нумай пулмасть вырăнти библиотекăра декупаж техникин вăрттăнлăхĕсене алла илессипе çыхăннă мастер-класс иртнĕ. Ăна Надежда Васильевна «Алăпа тумалли мастерской» пултарулăх занятисен шайĕнче йĕркеленĕ. Унта аслисемпе ачасем хаваспах хутшăннă.
Н.Алексеева библиотекарь «декупаж» хутран касса илнĕ ÿкерчĕксемпе усă курса пĕр-пĕр япалана илемлетмелли техника пулнине ăнлантарса панă. Çакăн хыççăн пухăннисене пĕлĕве ĕçпе çирĕплетме сĕннĕ. Çапла майпа аслисемпе ачасем хут салфеткăсемпе тата клейпа усă курса ахаль йышши банкăна чăн-чăн ÿнер произведенине çавăрнă, ăна иккĕмĕш пурнăç панă.
Мероприяти чей ĕçнипе, сăмах вакланипе тата çамрăк вулакансем хĕрарăмсене иртнĕ уяв ячĕпе саламланипе вĕçленнĕ.
Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ.