Пур хыпар та
Новости
14 Мартӑн , 13:03

Благовещенск районĕнчи виçĕ яла хăтлăх кĕртме палăртаççĕ

Кăçал ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли программа шайĕнче Бедеева Поляна, Ильино-Поляна тата Верхний Изяк ялĕсене хăтлăх кĕртме палăртнă. Тивĕçлĕ заявкăсем парасси çинчен Благовещенск район администрацийĕн пуçлăхĕ Анна Карабанова пĕлтернĕ.

Кашни ялтах спортпа культура мероприятийĕсем ирттерме универсаллă лапамсем йĕркелĕç. Халĕ ял çыннисен сĕнĕвĕсене шута илсе лапамсен дизайн-проекчĕсене хатĕрлеççĕ. Унтан вĕсене пурте пĕрле сÿтсе явĕç.
Унччен маларах ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли программа шайĕнче Бедеева Поляна ялĕнче электроэнергие перекетлекен урам çутти тунă. Ильино-Поляна, Рождественское, Соколовское, Ситники тата Турушла ялĕсенче вара коммуналлă хытă каяшсем пăрахмалли 13 лапам йĕркеленĕ, 42 контейнер туяннă.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: