Пур хыпар та
Новости
18 Мартӑн , 11:42

Саккунсăр 1,5 млн тенкĕлĕх вăрман каснă

Челябинск облаçĕнчи 43 çулхи арçынна  Пушкăртстанри  Нуриман районĕнче «вăрман йывăçĕсене саккунсăр тата уйрăмах  пысăк хисеппе каснăшăн»  статьяпа айăплаççĕ.  Пушкăртстан Республикин прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулхи июль уйăхĕнче Челябинск облаçĕнче пурăнакан арçын Савринри вăрман участокĕн делянкинче ирĕк  ыйтмасăр  16 чăрăш, пурĕ 53 кубла метр, кансă.

Саккунсăр 1,5 млн тенкĕлĕх вăрман каснă
Саккунсăр 1,5 млн тенкĕлĕх вăрман каснă

Çавна май вăл РФ  вăрман фондне  1,5 млн тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Арçын хăй айăпне йышăнман, тăкакне саплаштарман.

 Суд ăна пĕр çулталăк та ултă уйăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Айăплав вăхăтне пĕтĕмĕшле йĕркелллĕ колонире ирттермелле, икĕ çул хушши вăрман хатĕрлес ĕçрен хăтармалла, çавăн пекех сиен кÿнĕ тăкака шыраса илмелле тунă. Унсăр пуçне преступлени хатĕрне – бензинпа касмалли пăчкăпа «Урал» грузовикне туртса илĕç. Приговор хальлĕхе вăя кĕмен-ха.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: