Асăннă проект «Вăрăм ĕмĕрлĕ хастар пурнăç» наци проектне малалла тăсни шутланать. Куçса çÿрекен ФАПăн ĕçченĕсем сахăр диабечĕ, тĕрлĕ йышши шыçă, чĕре гипертонийĕн чирĕсене тупса палăртнă. Пациентсем пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ, сипленмелли хушусем илнĕ. Çапла майпа вĕсем хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарĕç.
- Çĕр çынран сахалрах поселоксенче пурăнакансен вырăнтах диспансеризаци иртме май пулчĕ, мĕншĕн тесен кашниех район центрне çитеймест. Куçса çÿрекен ФАПсенче тĕрĕслев кабинечĕсем, ЭКГ тумалли, куç пусăмне виçмелли аппаратсем пур, - каласа панă Кармаскалă район тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Феликс Сакаев.