Пур хыпар та
Новости
20 Мартӑн , 11:55

Радий Хабиров хăйĕн çуралнă кунне «Арçын калаçăвĕнчен» пуçланă

Паян, март уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать.

Радий Хабиров хăйĕн çуралнă кунне «Арçын калаçăвĕнчен» пуçланă
Радий Хабиров хăйĕн çуралнă кунне «Арçын калаçăвĕнчен» пуçланă

Йăлана кĕнĕ тăрăх, вăл паллă куна Раççей Геройĕ Максим Серафимов ячĕллĕ «Патриот» çарпа патриотизм паркĕнче ирттерет. Çак кунсенче кунта «Арçын калаçăвĕ» республикăри профильлĕ смена йĕркеленĕ. Унта Пĕтĕм Раççейри «Юнармия» çарпа патриотизм çул-йĕрĕллĕ обществăлла юхăмăн регионти уйрăмĕн воспитанникĕсем, çарпа патриотизм клубĕсен пайташĕсем, çавăн пекех учетра тăракан ачасем хутшăнаççĕ.

Паянхи кун плацра строя тăрса тухнинчен тата «Авангард» вĕренÿпе методика центрĕн директорĕн Никита Рекрут докладĕнчен ( унăн теми - курсантсен ушкăнĕ икĕ енлĕ тактика вăййине хатĕр пулни ) пуçланнă.

Радий Хабиров çак тĕлпулу арçын ачасем çар наукин вăрттăнлăхĕсене алла илнисĕр пуçне, вĕсен кăмăлĕсене, вăй-халĕсене çирĕплетнине, кирек мĕнле йывăрлăха та юлташпа çума-çумăн пулса çĕнтерме вĕрентнине палăртнă.

Радий Хабиров хăйĕн çуралнă кунне «Арçын калаçăвĕнчен» пуçланă
Радий Хабиров хăйĕн çуралнă кунне «Арçын калаçăвĕнчен» пуçланă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: