Социаллă сетьсенче пĕлтернĕ тăрăх, вырăнта пурăнакан халăх Мухаметьянов урамĕнче пулса иртекен пăтăрмахсен сăлтавне палăртас тĕллевпе экстрасенссенчен пулăшу ыйтнă. Çынсем ăна ылханлă вырăн тесе шутлаççĕ.
Çапла Пушкăртстан Республикине Александр Шепс, Виктория Райдос тата Артем Краснов (унра чăваш юнĕ чупать) вĕçсе килнĕ. Шаран район хаçатĕнче çырнинчен çакă паллă: ÿкерÿ процесĕ ирхи 8 сехетре пуçланса çĕрлехи икĕ сехетчен тăсăлнă.
Емметово ялĕ Пушкăртстанри илемлĕ кĕтессенчен пĕринче вырнаçнă. Ял çывăхĕнче - пысăках мар пĕве, унта пулă тытма пулать. Кунта ĕçчен те ырă кăмăллă халăх пурăнать.