Çулталăк пуçламăшĕнчен сакăр çут çанталăк пушарĕ тухнă
Республикăра 2025 çул пуçламăшĕнчен сакăр çут çанталăк пушарĕ пулса иртнĕ. ПР Инкеклĕ лару-тăру министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, талăк хушшинче Ишимбай тата Хайбулла районĕсенче икĕ хутчен типĕ курăк çунма пуçланă. Вут-çулăма сÿнтерме май килнĕ.
Çулталăк пуçламăшĕнчен сакăр çут çанталăк пушарĕ тухнă
Çавăн пекех Ĕпхÿ, Абзелил, Ишимбай районĕсенче, пĕтĕмĕшле 8,95 гектар çинче, типĕ курăк çунма пуçланă тĕслĕхсем, Сибай тата Хайбулла районĕсенче икĕ пушар пулса иртнĕ. Вĕсене пурне те тĕп тунă, инкек курнисем çук.