Пур хыпар та
Новости
28 Мартӑн , 17:01

Кенгер-Менеузри вулавăшра Лидия Мавлютова поэтессăпа тĕлпулу иртнĕ

Пишпÿлек районне кĕрекен Кенгер-Менеуз ялĕнчи вулавăшра Поэзи кунне халалласа Мажит Гафурипе Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ  Лидия Александровна Мавлютовапа (Шурçăл) питĕ кăмăллă тĕлпулу йĕркеленĕ. Мероприяти вăхăтĕнче Лидия Шурçăлпа Альфия Булат сăмах ăстисем хăйсен пурнăçĕсем, сăвă çырасси ăçтан пуçланни пирки каласа панă.

Кенгер-Менеузри вулавăшра Лидия Мавлютова поэтессăпа тĕлпулу иртнĕ
Кенгер-Менеузри вулавăшра Лидия Мавлютова поэтессăпа тĕлпулу иртнĕ

Тĕлпулу вăхăтĕнче тăватă чĕлхепе сăвăсем янăрани  мероприятие хăйне евĕрлĕ сĕм парнеленĕ, çакă республикăри халăхсем хушшинчи туслăх палли пулса тăнă.  Кашни произведени залра ларакансен чунĕсене пырса тивнĕ.

Çавăн пекех мероприятие «Ахирэтлэр» пултарулăх ушкăнĕ шăрантарнă юрăсем ăшă та кăмăллă лару-тару парнеленĕ. Вулавăш ĕçченĕ Гульназ Шарафуллина Лидия Александровнăна тĕлпулăва килме май тупнăшăн, илемлĕ сăвăсемшĕн чунтан тав тунă, çĕнĕ произведенисем çырса татах та тĕл,пулăва пуçтарăнасса шанса калаçнă.

 

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: