Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
3 Апрелӗн 2025, 05:43

Пушкăртстанра тискер чĕр чунсен шучĕ ÿснĕ

Сунар ресурсĕсен патшалăх мониторингĕн кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки вунă çул хушшинче Пушкăртстанра тискер чĕр чунсен шучĕ ÿсни палăрать.

Пушкăртстанра тискер чĕр чунсен шучĕ ÿснĕПушкăртстанра тискер чĕр чунсен шучĕ ÿснĕ
Пушкăртстанра тискер чĕр чунсен шучĕ ÿснĕ

Сăмахран, пăшисен шучĕ 20 462-рен 36 601-е, Çĕпĕр качаки 17 296-ран 35 024-та çитнĕ. Çÿлевĕçсен шучĕ 293-рен 1323 таран ÿснĕ. Пурăшсемпе (3609-тан  9986 таран) сăсарсен (5177-рен 6803 таран), хăнтăрсен (3915-рен 20 528 таран)  шучĕсем те нумайланнă. Çÿлерех асăннă цифрăсене ПР Экологи министерстви пĕлтернĕ.

Çав вăхăтрах хир сыснисен шучĕ (13 608-тан 2294) чакнă. Кашкăрсемпе (650)  тилĕсен (8242) шучĕ самаях пысăк. Тĕп тискер чĕр чунсен шучĕ ÿсни тăтăшах чĕр чунсене хÿтĕлессипе çыхăннă мероприятисем ирттернипе çыхăннă.    

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас