+28 °С
Облачно


Федоровка тăрăхне кĕрекен Ашкатарти ача сачĕн педагогĕсем кашни кунах шăпăрлансене сывлăхĕсене упрама вĕрентеççĕ, çитĕнекен ăру психологи тĕлĕшĕнчен çирĕп пултăр тесе тăрăшаççĕ. Сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пыма хăнăхтарас, ачасен сывлăхне упрас тата çирĕплетес ĕç ача садĕнче вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех пурнăçланать, ăна физкультурăпа сывату системине кĕртнĕ.