Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
8 Апрелӗн 2025, 06:38

Пушкăртстанра 20 градус таран ăшă пулĕ

Республикăна 20 градус таран ăшă таврăннă. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, ĕнер регионта сывлăш температури +10, +15, кăнтăр енче +19 градус таран хăпарнă. Вырăнĕ-вырăнĕпе пысăках мар çумăрсем çунă.

Пушкăртстанра 20 градус таран ăшă пулĕПушкăртстанра 20 градус таран ăшă пулĕ
Пушкăртстанра 20 градус таран ăшă пулĕ

Паян, апрель уйăхĕн 8-мĕшĕнче вырăн-вырăн пысăк мар çумăрсем пулĕç. Çĕрле çил тĕрлĕ енчен, кăнтăрла кăнтăр, кăнтăр-хĕвел тухăç енчен вĕрĕ. Сывлăш температури çĕрле +2, +7, çурçĕр енче -3, кăнтăрла +15, +20 пулĕ.

Юн кун, апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче вырăн-вырăн кĕске çумăрсем çăвĕç, аслати авăтĕ. Кăнтăр-хĕвел тухăç енче çумăрсем çук. Çил кăнтăр, кăнтăр-хĕвел тухăç енчен, вырăн-вырăн вăйлă та вĕрĕ. Сывлăш температури çĕрле +4, +9, кăнтăрла +9, +14, кăнтăр-хĕвел тухăçĕнче +16, +21 пулĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас