Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
9 Апрелӗн 2025, 11:30

Типĕ курăк тивсе каясран асăрханăр

Пушкăртстанра пĕр талăк хушшинче типĕ ÿсен-тăран çуннă пилĕк тĕслĕх тупса палăртнă. Çут çанталăк пушарĕсем Федоровка, Кугарчă, Çтерлĕ, Абзелил районĕсенче тухнă. РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 3,3 гектарпа танлашать.

Типĕ курăк тивсе каясран асăрханăрТипĕ курăк тивсе каясран асăрханăр
Типĕ курăк тивсе каясран асăрханăр

Ведомствăра çирĕплетнĕ тăрăх, çулталăк пуçламăшĕнчен республикăра типĕ тивсе кайнă 70 тĕслĕх (пĕтĕмĕшле 692,5 гектар çинче) тупса палăртнă. Вĕсене пурне те тĕп тунă, пушара пула инкек тÿснисем çук.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас