Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
11 Апрелӗн 2025, 07:00

П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи тĕлпулу

Апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче чăваш çыравçи, драматургĕ, фольклорисчĕ, СССР Писательсен союзĕн членĕ (1970ç), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Ф.Н. Вуколов-Эрлик (14.10.1902-28.07.1979çç) ячĕллĕ музей ертÿçипе М. А. Николаевапа тĕлпулу иртрĕ.

П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи тĕлпулуП.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи тĕлпулу
П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи тĕлпулу

Шкул ачисем Ф. Н. Вуколовăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне уçса паракан презентаци хатĕрленĕ. Эпир пурте лайăх пĕлекен Филипп Николаевич Пелепей уесĕнчи (халĕ Пишпÿлек районĕ ) Мелеспуç ялĕнче çуралнă. Филипп Николаевич Ĕпхÿри педагогика техникумĕнчен, А.В. Луначарский ячĕллĕ театр искусствисен институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1933-1934 çулсенче Чăваш АССРĕнчи халăха çутта кăларассипе ĕçлекен комиссариат çумĕнчи искусство секторĕн ертÿçи пулнă. Ун хыççăн Ĕпхÿри музыкăпа театр техникумĕнче вĕрентнĕ. Вăрçă хыççăн Пушкăрт академи драма театрĕ çумĕнчи театр студийĕнче преподаватель, республикăри Халăх пултарулăх çуртĕнче методист-консультант пулса ĕçленĕ, Пушкăртрадиокомитетра чăваш передачине хатĕрлес ĕçе ертсе пынă.

1933 çулта Филипп Вуколов театр критикĕ тата драматург пулса критика статйисем çырнă, вĕсем хаçат-журналсенче пичетленнĕ. Пишпÿлекри колхозпа совхоз театрĕ валли «Телей çулĕпе» тăватă актлă тата К.В. Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх музыкăллă драмăсем çырнă. Унăн повеçĕсем, сăввисемпе юррисем «Тăван Атăл» («Родная Волга»), «Ялав» («Знамя»), «Капкăн» журналсенче пичетленнĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор хăй çырнă сăвăсене кĕвĕленĕ, фольклор материалĕсем, юрăсем пуçтарнă, «Нарспи çĕршывĕн юррисем» сборник пухса хатĕрленĕ, К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине пушкăрт чĕлхине, П.Жаткинăн «Устюг» драмине чăвашла куçарнă.

Тĕп кĕнекисем: «Нарспи: музыкăллă драма», «Телей шыракансем» («Искатели счастья»), «Кăвак хуппи» («Зарница»), «Сын полка – музыкант».

Тăван ялĕнчи пĕр урама Ф.Н. Вуколов  ятне панă, вырăнти музей те унăн ячĕпе ĕçлет. Музейĕн директорĕ Марина Николаева çыравçăн пурнăçĕнчи чи интереслĕ самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, Марина Алексеевна интернетра Филипп Николаевичăн çуралнă кунне тĕрĕс мар палăртни çинчен каларĕ. Архив кăтартăвĕсем тăрăх, вăл 1902 çулхи ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче мар, 14-мĕш октябрьте çут тĕнчене килнĕ. Тĕлпулу кăмăллă та туслă лару-тăрура иртрĕ, ăшă аса илÿсем хăварчĕ.    

П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи тĕлпулу
П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи тĕлпулу
П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи тĕлпулу
П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи тĕлпулу
П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи тĕлпулу
П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи тĕлпулу
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас