Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
14 Апрелӗн 2025, 05:27

Пĕчĕк ача снюс пакетне çăтса янă хыççăн реанимацие лекнĕ

Ĕпхÿ хулинче çулталăкри ача снюс (чăмламалли табак) çăтса янă хыççăн реанимацие лекнĕ.

Пĕчĕк ача снюс пакетне çăтса янă хыççăн реанимацие лекнĕПĕчĕк ача снюс пакетне çăтса янă хыççăн реанимацие лекнĕ
Пĕчĕк ача снюс пакетне çăтса янă хыççăн реанимацие лекнĕ

SHOT телеграмм-канал пĕлтернĕ тăрăх, апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче мăнукĕ хăйĕн каччипе кĕçĕн мăнукне пăхакан кукамăшĕ патне хăнана кĕнĕ. Мăнукĕ кукамăшĕн суранне çыхнă вăхăтра ачана çамрăк çын пăхнă. Каччă кĕсйинчен чăмламалли табак тĕркине кăларса комод çине хунă пулнă. Пĕри тухса ÿкнĕ пулнă.  Ăна ача шыраса тупса çăварне пĕрсе чикнĕ. Пĕчĕкскере тÿрех япăх пулнă. Ăна çийĕнчех реанимацие илсе çитернĕ. ПР Сывлăх сыхлав министерствинче пĕлтернĕ тăрăх,  халĕ ачапа веçех йĕркеллĕ.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас