Вăл палăртнă тăрăх, халĕ тухтăрсемпе фельдшерсем вырăнта йывăр тĕслĕхсемпе тĕл пулаççĕ пулсан, телемедицина пулăшнипе вырăнтанах Ĕпхÿри специалистсемпе канашлаççĕ. Онлайн-çыхăну вăхăтĕнче медицина ĕçченĕсем сывату тактикине сÿтсе яваççĕ, анализсемпе тĕпчевсен результачĕсемпе паллаштараççĕ, кирлĕ пулсан чирлĕ çынна сывату учрежденийĕсене вырттараççĕ е ытти медицина учрежденине куçараççĕ.
Регион ертÿçи паянхи медицина технологийĕсемпе пандеми вăхăтĕнче анлă усă курма пуçланине палăртнă.
«Ку – кăшăлвирус панă уроксенчен пĕри. Май пур таран унпа пур çĕртре те усă курмалла. Ун валли эпир питĕ пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Регионта фельдшерпа акушер пункчĕсен сечĕ анлă аталаннă. Вĕсене пурне те интернетпа çыхăнтарнă, кирлĕ техникăпа тивĕçтернĕ. Телемедицина майĕсемпе Пушкăртстанри пысăк медицина центрĕсен тухтăрĕсем те усă кураççĕ. Иртнĕ çул анчах вĕсем федераллă ĕçтешĕсемпе пĕрле 7 пин онлайн-консультаци ирттернĕ. Яланхи пекех вĕсем – йывăр диагнозсем, вĕсене уйрăммăн пăхмалла. Пурне те сывлăх», - çырнă Пушкăртстан ертÿçи Радий Хабиров.