+28 °С
Пӗлӗтлӗ
«Апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнчен ÿчĕсене сăвăссем кĕрсе ларнипе медицина учрежденийĕсене пулăшу ыйтса 176 çын пынă. Вĕсенчен 69-шĕ ачасем», - пĕлтернĕ ведомствăн телеграмм-каналĕнче.
Специалистсен сăмахĕсем тăрăх, çумăр çуни те сăвăссем тапăнасран туллин хÿтĕлеймест. Çын курăк çывăхĕнче вăрах тăрсан вĕсем тумтир çумне çакланма ĕлкĕреççĕ.
- Вăрмана кайсассăн кирек епле çанталăкра та асăрхануллă пулмалла, уçăлса çÿренĕ хыççăн ÿт-пĕве лайăх тĕрĕслемелле, - асăрхаттарнă санитари тухтăрĕсем.