Çавăн пекех республикăри Министрсен Кабинечĕн председателĕ 2026 çулта лицея Пушкăртстан ятĕнчен шкулсене тĕпрен юсассипе çыхăннă «Шкулти вĕрентÿ системисене çĕнетесси» наци проектне кĕртме сĕннĕ.
- Асăннă вĕрентÿ заведенийĕ Белорецк тата ун çывăхĕнчи Бурзян, Абзелил, Учалă районĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Общежити пурри сахал çын пурăнакан вырăнсенчи ачасене вĕренме май парĕ. Интернат лицейăн вăй-хăвачĕ питĕ пысăк. Вăл Ĕпхÿ хулинчи Рами Гарипов ячĕллĕ республикăри интернат гимнази евĕр кадрсем хатĕрлемелли вырăн евĕр пулĕ, – тенĕ ПР Правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Урал Кильсенбаев.
- Республикăри полилингваллă шкулсем чи лайăххисем пулмалла. Вĕренÿ, педагогсен йышĕн пахалăхĕсемпе те, хушма майсемпе те, пурлăх никĕсĕпе те (ку та питĕ пĕлтерĕшлĕ), - тенĕ маларах Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров полилингваллă шкулсен сетьне аталантарасси пирки каланă май.