Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
17 Апрелӗн 2025, 07:00

Нумай ачаллă 50 хĕрарăма «Ача амăш мухтавĕ» медальпе наградăланă

Пушкăртстанра нумай ачаллă 50 хĕрарăма «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă. Тивĕçлĕ указа республика ертÿçи Радий Хабиров алă пусса çирĕплетнĕ. Документа право информацийĕн официаллă порталĕнче пичетленĕ.

Нумай ачаллă 50 хĕрарăма «Ача амăш мухтавĕ» медальпе наградăланăНумай ачаллă 50 хĕрарăма «Ача амăш мухтавĕ» медальпе наградăланă
Нумай ачаллă 50 хĕрарăма «Ача амăш мухтавĕ» медальпе наградăланă

Наградăна тивĕçнисен шутĕнче - Абзелил, Архангельск, Баймак, Бакалă, Белорецк, Бирск, Гафури, Давлекан, Дуван, Зианчура, Иглин, Калтасă, Краснокамск, Кугарчă, Мелеуз, Мечетлĕ, Мишкин, Мияки, Туймазă, Ĕпхÿ, Хайбулла, Шаран  районĕсемпе Октябрьский, Çтерлĕ тата Ĕпхÿ хулисенче пурăнакансем.

Пушкăртстанра «Ача амăш мухтавĕ» медале 1998 çулта çирĕплетнĕ.  Регионти законодательство тăрăх, ăна пилĕк тата ытларах ача çитĕнтерекен хĕрарăмсене параççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас