Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
17 Апрелӗн 2025, 12:00

Пушкăртстанри медицина ĕçченне «Хăюлăхшăн» медальпе чысланă

Элшей районĕнче çуралса ÿснĕ хĕре ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн «Хăюлăхшăн» II степень медальпе наградăланă. Кун пирки муниципалитет пуçлăхĕ Наиль Абелгузин хăйĕн социаллă сечĕсенче каласа панă.

Пушкăртстанри медицина ĕçченне «Хăюлăхшăн» медальпе чысланăПушкăртстанри медицина ĕçченне «Хăюлăхшăн» медальпе чысланă
Пушкăртстанри медицина ĕçченне «Хăюлăхшăн» медальпе чысланă

«Паян хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине кайнă «Косми» хушма ятлă хĕре «Хăюлăхшăн» II степень медальпе чысларăмăр. Çак черченкĕ те çирĕп кăмăллă хĕр чăн-чăн вăй ÿт-пÿре çеç мар, кăмăл-туйăмпа паттăрлăхра пулнине çирĕплетрĕ», - палăртнă район пуçлăхĕ.

«Косми» ятарлă çар операци зонине 2023 çулта тухса кайнă. СВО пуçланиччен медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă, республикăри ковид-госпитальте ĕçленĕ.

 - Айккинче  тăрса юлма пултараймарăм, çавăнпа та çар службине суйласа илтĕм. Малти ретри тĕрлĕ задачăсене пурнăçларăм. Ятарлă çар операцине пулăшакансене, гуманитари пулăшăвĕ яракансене пысăк тав, ку пирĕншĕн

питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çĕнтерÿ пирте пулĕ, - тенĕ «Косми».

   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас