Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
21 Апрелӗн 2025, 07:00

Вăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ те

Нумаях пулмасть ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн çуртĕнче иртнĕ чаплă мероприятире  физкультурăпа спорта аталантарас, Пушкăртстан Республикинчи ачасемпе çамрăксен хушшинче сывлăхлă пурнăç йĕркине сарас ĕçе тÿпе хывнă тата республикăри Ю.А. Гагарин ячĕллĕ  Кубока çĕнсе илессишĕн кĕрешекен олимпиадăна хастар хутшăннă  вĕрентекенсене чысланă.

Вăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ теВăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ те
Вăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ те

ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн Тав çырăвне тивĕçнисенчен пĕри  - Благовещенск районĕнчи Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн методисчĕ, спорт аэробикин тренерĕ Людмила Гильданова (Ефремова).

 Людмила Владимировна  Мияки районне кĕрекен Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн тăрăшуллă хĕр ача Благовещенск хулинчи педагогика колледжне вĕренме кĕрсе физкультура учителĕн специальноçне алла илнĕ, аслă шкул пĕтернĕ. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ ачана воспитани парса ÿстереççĕ.

  Аслă категориллĕ тренер-преподаватель  ачасене спорт пĕлĕвĕ парас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăвать. Вăл тăрăшнипе унăн воспитанникĕсем районпа хула, республикăпа Раççей шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Людмила Владимировна – тренер анчах мар, ачасен наставникĕ те. Вăл пур  ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Вĕсен  пултарулăхĕсене аталантарса спорта юратма, лартнă тĕллевсене пурнăçлама, дисциплинăллă пулма хăнăхтарать. Тренер ĕçĕсĕр пуçне спорт шкулĕн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать, спорт аэробикин иккĕмĕш категориллĕ судйи шутланать, сывлăхлă пурнăç йеркине пропагандăлать. Ăна ĕçтешĕсем те, воспитанникĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем те юратаççĕ, хисеплеççĕ. Людмила Владимировнăна тивĕçлĕ наградăна илнĕ ятпа чунтан саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр. 

 

 

 

Вăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ те
Вăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ те
Вăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ те
Вăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ те
Вăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ те
Вăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ те
Вăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ те
Вăл тренер çеç мар – ачасен наставникĕ те
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас