Урал сасси
+28 °С
Облачно
Новости
23 Апреля 2025, 05:00

Хир качакин тушкине пайласа чикнĕ браконьерсене тытса чарнă

Полици ĕçченĕсем хир качакин тушкине пайласа чикнĕ  браконьерсене тытса чарнă. ПР Экологи министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче профилактика мероприятийĕсен витĕмĕпе патруле тухнă Кигин районĕнчи полици ĕçченĕсем   Ĕпхÿ хула çынни тытса пыракан «Тайота» автомобиле тытса чарнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче автомобиль багажникĕнче Çĕпĕр хир качакин вакланă тушкине тата  темиçе пăшал шыраса тупнă.

Хир качакин тушкине пайласа чикнĕ браконьерсене тытса чарнăХир качакин тушкине пайласа чикнĕ браконьерсене тытса чарнă
Хир качакин тушкине пайласа чикнĕ браконьерсене тытса чарнă

ПР Çут çанталăкпа усă курас тата экологи  министерствин ертÿçин çумĕ Камиль Биргулиев сăмахĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра Пушкăртстанра  тискер чĕр чунсене тытма юрамасть.

 - Республикăра хир качакисене 2024 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2025 çулхи январь уйăхĕн 10-мĕшĕччен  тытма ирĕк панăччĕ. Хальхи вăхăтра  асăннă чĕр чунсене тыма чарнă. Сунар ресурсĕсене кÿнĕ сиен 480 пин тенкĕпе танлашать, - пĕлтернĕ министр çумĕ.

Браконьерлăх тĕлĕшĕпе полици уголовлă ĕç пуçарнă.  Хальхи вăхăтра саккунсăр  персе вĕлернин сăлтавĕсене уçăмлатас тата айăплисене явап тыттарас тĕлĕшпе следстви мероприятийĕсем  пыраççĕ.       

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас