

Кадрсене тимлĕрех пăхсан сысна çурисем нумай пулмасть çуралнине асăрхатăн. Вĕсем аслисемпе выляççĕ. Анчах иртнĕ çулхи çура йыш хушăннишĕн савăнмасть пулмалла, шăллĕ-йăмăкĕсене хăваласа ярасшăн.
ПР Çут çанталăкпа усă курас тата экологи министерствин пресс-служби пĕлтерне тăрăх, сысна ами пĕрремĕш хут çăвăрланă чух çут тĕнчене 2-3 çура килет, каярах вĕсен шучĕ 4-6 çитет.
- Хăш-пĕр чухне 10-12 çура та пулма пултарать. Сысна ами çăвăрличчен виçĕ кун маларах кĕтÿрен тăрса юлса хăйне валли вырăн хатĕрлет. Вăл çĕр çинче шăтăк чавать те ăна çиелтен çапăсемпе витет. Тин çуралнăскерсем 750 грамран пуçласа 1 кг таран тайма пултараççĕ. Çурасем йăвара 4-6 кун лараççĕ. 3,5 уйăха çитиччен амăш сĕтне çиеççĕ, - каласа панă ПР экологи министерствинче.