Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
24 Апрелӗн 2025, 06:00

«Сирĕн тăванăр çул-йĕр инкекне лекнĕ» ултавлă схемăпа ĕçленĕ çынна тытса чарнă

Пушкăртстанра полици ĕçченĕсем Çтерлĕ хулинче «Сирĕн тăванăр çул-йĕр инкекне лекнĕ» ултавлă схемăпа ĕçленĕ çынна тытса чарнă. Полицие  заявленипе 94 çулхи хĕрарăм пынă. Пенсионер сăмахĕсем тăрăх, çак кунсенче ун патне палламан çын шăнкăравланă. Вăл хăйĕнпе  йĕрке хуралçин ĕçченĕ  тесе паллаштарнă. Арçын кинемие унăн  хĕрĕ аварие лекнĕ тесе пĕлтернĕ, çак ыйтăва татса пама курьертан нумай укçа парса яма ыйтнă. Ватă хĕрарăм ун сăмахĕсене ĕненнĕ, курьертан 100 пин тенкĕ ытла парса янă. Йĕрке хуралçисем ултавлă схемăна 19 çулхи Ĕпхÿ çынни хутшăннине тупса палăртнă.

«Сирĕн тăванăр çул-йĕр инкекне лекнĕ»  ултавлă схемăпа ĕçленĕ çынна тытса чарнă«Сирĕн тăванăр çул-йĕр инкекне лекнĕ»  ултавлă схемăпа ĕçленĕ çынна тытса чарнă
«Сирĕн тăванăр çул-йĕр инкекне лекнĕ» ултавлă схемăпа ĕçленĕ çынна тытса чарнă

Качча хăй пурăнакан вырăнта  ярса тытнă. Малтанхи кăтартусем тăрăх, преступниксен ушкăнĕ хатĕр схемăпа ĕçленĕ. Аферистсем республикăра пурăнакансем патне (вĕсенчен ытларахăшĕ пенсионерсем пулнă) шăнкăравланă та «çул-йĕр инкекне лекнĕ тăванне  пулăшма тесе» курьерсем урлă укçа парса яма хушнă. Инкек тÿснисем мошенниксем  вĕрентсе пынă тăрăх укçана кĕпе-йĕмпе чĕркенĕ те курьерсем урлă айăплă тесе шутланакан çынна çитерсе панă. Илнĕ укçана преступлениллĕ ĕçе йĕркелекенсен ют çĕршыври  счечĕсем çине куçарнă.

РФ Шалти ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн кăтартăвĕсем тăрăх, 19 çулхи каччă Çтерлĕри пенсионеркăна çеç мар, çав майпах  тепĕр тăватă çынна улталанă. «Мошенничество» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.  Айăплă тесе шутланакан хăй айăплине йышăнса кăтартусем панă. «Ултавлă схемăна хутшăннисене тата инкек   тÿснисене тупса палăртас тĕлĕшпе оперативлă ĕçсем малалла пыраççĕ.  

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас