

Пĕр хутчен парăнакан тÿлеве 1927 çулхи 22 июнь уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕччен çуралнă çынсем тивĕçме пултараççĕ. Вĕсен шутне Çĕнтерĕве 80 çитнĕ ятпа Раççей Президенчĕ Владимир Путин указĕпе çирĕплетнĕ тÿлеве тивĕçекенсем кĕмеççĕ (фронтовиксемпе вĕсен тăлăх арăмĕсем, концлагерь тыткăнĕнче, Ленинград блокадинче пулнисем, тыл ĕçченĕсем).
Асăннă тÿлеве вăрçă ачисене Республикăри халăха социаллă пулăшу паракан центр валеçет.
Правительствăри оперативлă канашлу вăхăтĕнче Пушкăртстанри вице-премьер Урал Кильсенбаев республикăра пурăнакан 114,8 пин çыннăн «вăрçă ачи» статус пурри çинчен пĕлтернĕ.
Икшер пин тенкĕ 107,9 пин çын, ытти 6,8 пин çын тÿлеве федераллă бюджетран вăрçă ветеранĕ пулнă ятпа тивĕçĕ.
Пуçласа пĕр хутчен паракан пĕр пин тенкĕ тÿлеве «вăрçă ачисене» 2021 çулта панă. Ун чух çак тĕллев валли 177 млн тенкĕ, 2022 çулта - 155 млн тенкĕ уйăрнă.