Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
29 Апрелӗн 2025, 15:00

Çутӑ та таса уяв

Мăнкун - питĕ ҫутă та таса праçник. Кашни ҫулах  ҫак куна  эпир малтанах хатĕрленетпĕр: пÿрт-ҫурта, кил хушшине тасататпăр, тутлă куличсем, чеп-чек пĕҫеретпĕр. Мăнкун умĕнхи шăмат кун пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса пĕҫернĕ ҫăмартасене тĕрлĕ эрешсемпе хитрелететпĕр. Мăнкун ачисене памаллисене илемлĕ пĕчĕк хутаçсене тултаратпăр. Малтан килекен ачана ларма чи хитре питлĕ минтер хатĕрлесе хуратпăр. Мăнкунра ачасем ирех килĕрен-киле ҫÿреççĕ.

Çутӑ та таса уявÇутӑ та таса уяв
Çутӑ та таса уяв

Эпĕ те, пĕчĕк йăмăкăма савăнтарас тесе, кÿршĕсем патне кайса пĕветнĕ ҫăмарта, канфет, печени, чеп-чек илсе килтĕмĕр. Йăмăкăм çав тери савăнчĕ. Ку Мăнкунра ачасем питӗ йышлăн ҫÿрерĕҫ. Кăнтăрлахи икĕ сехет тĕлне ялти вулавăша пуҫтарăнтăмăр. Кунта Мăнкунра мероприяти пулассине Света аппа, библиотека ĕçченĕ, темиҫе эрне маларах систерсе хунăччӗ. Ялта пурӑнакан тата кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патне уява килнĕ мăнукĕсем ҫирĕме яхăн пуҫтарăнтăмăр. Библиотекарь малтан пирĕнпе тĕрлĕ вăйăсем ирттерчĕ. Кĕçĕннисене ытларах ҫăмарта кустарни килĕшрĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле шкул спортзалĕнче вылярăмăр. Унтан ушкăнĕпе Мăнкун кучченеҫĕсемпе чей ĕçрĕмĕр. Ҫапла Кăратмасри библиотека ĕçченĕ кашни ҫулах Мăнкунра интереслĕ мероприяти ирттерет.

Софья БОРЦОВА.

Ермеккей районĕ,

Кăратмас ялĕ.

Çутӑ та таса уяв
Çутӑ та таса уяв
Çутӑ та таса уяв
Çутӑ та таса уяв
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас