Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
29 Апрелӗн 2025, 09:00

Ятарлă çар операцине хутшăннă Пушкăртстан салтакĕсене пысăк наградăсемпе чысланă

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн СВОна хутшăннă Илиш районĕнчи салтаксене пысăк патшалăх наградисемпе чысланă.

Ятарлă çар операцине хутшăннă Пушкăртстан салтакĕсене пысăк наградăсемпе чысланăЯтарлă çар операцине хутшăннă Пушкăртстан салтакĕсене пысăк наградăсемпе чысланă
Ятарлă çар операцине хутшăннă Пушкăртстан салтакĕсене пысăк наградăсемпе чысланă

Муниципалитет администрацийĕн пуçлăхĕ Ильдар Мустафин пĕлтернĕ тăрăх, Хасанов хушаматлă çар çыннине  IVстепень Георгий хĕресĕпе наградăланă. Иккĕмĕш салтакĕ – Гарифуллин, вăл «Çарти хастарлăхшăн» II степень медале тивĕçнĕ.

 «Асăннă наградăсем салтаксен уйрăм çитĕнĕвĕсене палăртни çеç мар, çĕнтерÿ патне  хавхалантарни те. Ентешсем, сирĕнпе мăнаçланатăп! Сире ырлăх-сывлăх, ăнăçу, хăвăртрах киле таврăнма сунатăп», - çырнă Ильдар Мустафин хăйĕн социаллă сечĕсенче.

Аса илтерме. Пушкăртстанра Оборона министерствипе контракт тунисене тÿрех 2 млн тенкĕ тÿлевпе тивĕçтереççĕ. Уйăхсерен парăнакан ĕç укçи 210 пин тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех вĕсен çемйисене 40 тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ.

 

Ятарлă çар операцине хутшăннă Пушкăртстан салтакĕсене пысăк наградăсемпе чысланă
Ятарлă çар операцине хутшăннă Пушкăртстан салтакĕсене пысăк наградăсемпе чысланă
Ятарлă çар операцине хутшăннă Пушкăртстан салтакĕсене пысăк наградăсемпе чысланă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас