

РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, РФ Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсемпе хăйсен ирĕкĕпе вутпа кĕрешекенсем икĕ çурта вут-çулăмран сÿнтернĕ, вĕсенчен пĕри çын пурăнман пÿрт, виççĕшĕ картишĕнчи хуралтăсем.
«Шел пулин те, пушара сÿнтернĕ чухне пĕтĕмĕшле пÿлĕм урайĕнче 43 çулхи арçынпа 39 çулхи хĕрарăм ÿчĕсене тупнă», - пĕлтернĕ ведомствăра.
РФ Инкеклĕ лару-тăру министествин Пушкăртстанри уйрăмĕн пуçлăхĕ Марат Латыпов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра вырăнта тĕп управленийĕн оперативлă ушкăнĕ, çав шутра пушар лабораторийĕн эксперчĕсемпе Инкеклĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсемпе дознавателĕсем ĕçлеççĕ, пушар сăлтавĕсене уçăмлатаççĕ.