Урал сасси
+19 °С
Облачно
Новости
6 Мая 2025, 11:16

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ветерансене саламланă

РФ Президенчĕ Владимир Путин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ ятпа открыткăсемпе саламласа Çут тĕнчене вилĕмле хăрушлăхран хăтарнăшăн тав тунă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Раççей Президенчĕ Владимир Путин ветерансене саламланăРаççей Президенчĕ Владимир Путин ветерансене саламланă
Раççей Президенчĕ Владимир Путин ветерансене саламланă

«Сире пысăк, чăннипех те историлле пулăмпа – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа – чунтан саламлатăп. Аслă Çĕнтерÿ ĕмĕрех пирĕн наци триумфĕн, мир, ырлăх тата тĕрĕслĕх çĕнтернин палли пулса тăрĕ. Эсир, ветерансем, тискер тăшмана аркатса  çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне çăлса хăварма пултартăр.

Эпир сирĕн, паттăрсемпе пултаруллă çынсен ăрăвĕпе, яланах мăнаçланатпăр. Тÿлесе татма çук паттăрла ĕçĕрсемшĕн тав тăвассине пирĕн ачасемпе мăнуксем упраса хăварĕç. Сире пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр», - тенĕ салам открыткинче.

Автор:Надежда Родионова