Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
6 Майӑн 2025, 12:00

Республикăра ĕçкĕçсен шучĕ 14% сахалланнă

РФ Сывлăх сыхлав министерстви иртнĕ çулта шута илнĕ ĕçкĕçсемпе алкоголь психозĕпе чирленисен статистикине пичетлесе кăларнă. Ведомствăсем хушшинчи пĕрлĕхлĕ информаципе статистика системин кăтартăвĕсем тăрăх, Пушкăртстанра 2024 çулта «алкоголизм» диагноза 2 600 çынна лартнă.

Республикăра ĕçкĕçсен шучĕ 14% сахалланнăРеспубликăра ĕçкĕçсен шучĕ 14% сахалланнă
Республикăра ĕçкĕçсен шучĕ 14% сахалланнă

Юлашки  çулсенче республикăра лайăх динамика асăрхама пулать. 2022 çулта алкогольсĕр пурăнайман 3 053 тĕслĕх шута илнĕ пулсан, 2023 çулта – 2 963. Апла пулин те  Пушкăртстанра алкоголизмпа тата алкоголизм психозĕпе чирлекенсен шайĕ Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах шутланать.

Экспертсен кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра пуçласа алкоголизм тата алкоголь психозĕ диагноз лартнă çынсен шучĕ 100 пин çын пуçне 64-па тÿр килет. Çĕршывĕпе вара 100 пин çын пуçне – 43,4 пин.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас