

Радий Хабиров палăртнă тăрăх, программа вăйĕ – республика тулашĕнче пурăнакан ентешсене пĕрлештернинче. Тĕслĕх вырăнне наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Раççейри Федераллă служба директорĕн ĕнерхи çумне, полицин генерал-полковникне Михаил Кийкона илсе кăтартнă. Меценат тăван Çтерлĕ районĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа палăк тата Совет Союзĕн Геройĕн Яков Ткаченкăн бюстне, Золотоношка салинче тĕрлĕ çар хирĕç-тăрăвĕсен ветеранĕсене сума суса чиркÿпе часавай хăпартма пулăшнă.
– Кашнинчех «Атайсалра» интереслĕ самантсем тупса палăртатпăр: кунта çуралнă, ÿснĕ е шкулта вĕреннĕ, тухса кайнă çын тăван республикăна манмасть, нумай пулăшать. Михаил Кийко генерал-полковник хăй пурнăçне службăпа çыхăнтарнă, Золотоношка салинче тăватă çул çеç пурăннă пулсан та чылай ырă ĕç тунă. Çакăн пек çынсен пурнăç çулĕсене палăртса хăвармалла. «Атайсал» проектăн пĕлтерĕшĕ шăпах çакăнта, – тенĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ.
Паянхи кун «Атайсал» проекта 7 500 ытла çын хутшăннă. Пĕтĕмĕшле 1 миллиард та 750 пин тенкĕлĕх 31 пин ытла проект пурнăçа кĕнĕ.
Ирида НОВИКОВА.