+28 °С
Пӗлӗтлӗ


«Малтан калаçнă пекех çитес çултан обществознани предметне 9-мĕш класран анчах вĕрентме пуçлĕç. Юлнă вăхăта хамăр çĕршыв историне вĕрентме ярĕç», - тенĕ РФ çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов РФ Правительствинче 2024-2025 çулсенчи вĕренÿ çулне пĕтĕмлетнĕ канашлура.
Министр хушса каланă тăрăх, унпа пĕрлех патшалăх учебникĕсене хатĕрлес ĕç пуçланнă, 5-9 классенче вĕренекенсем валли историпе пĕрлĕхлĕ патшалăх учебникĕсем, 9-11 классенче вĕренекенсем валли обществознани учебникĕсем хатĕрлес ĕç пырать.