Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
2 Июнӗн 2025, 13:00

Утă çулмалли уяв иртнĕ

Кармаскалă тăрăхĕнчи Таусенгирово ялĕнче «Янăра, çава!» утă çулмалли фольклор уявĕ иртнĕ. Унта республикăн тĕрлĕ районĕсенче пурăнакансемпе делегацийĕсем хутшăннă.

Утă çулмалли уяв иртнĕУтă çулмалли уяв иртнĕ
Утă çулмалли уяв иртнĕ

Мероприяти программи тĕрлĕ енлĕ те пуян пулнă. Конкурс тĕрĕслевĕсене уйрăм тимлĕх уйăрнă. Вĕсенче участниксем утă çулас енĕпе хăйсен пултарулăхĕсене кăтартнă, çавăн пекех йăла-йĕрке тата пултарулăх ăмăртăвĕсене хутшăннă. Мероприятире халăх ăстисен  ярмаркки  те ĕçленĕ. Унта вырăнти ăстасем хăйсен аллисемпе ăсталнă япаласемпе паллаштарнă.

Мероприятийĕн юлашки пайĕнче профессионаллă тата пултарулăх ушкăнĕсем  уява пĕрлĕх сĕмĕпе мăнаçлăх туйăмĕ парнелесе хăйсен юрри-ташшипе  савăнтарнă. 

Мероприятийĕн тĕп событийĕсенчен пĕри утă çулакансен конкурсĕ пулса  тăнă. Уява хутшăнакансем çавапа утă çулас ăсталăхĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Услови тăрăх,  паккуссем тикĕс пулмалла,  инструмента утă çулма хатĕрлесе хăвăрт та тирпейлĕ ĕçлемелле пулнă.  Уйрăмах Кушнаренко районĕнчен килсе çитнĕ 66 çулхи  Лилия Насибуллина тĕлĕнтернĕ. Вăл участниксенчен чи асли пулнă май культурăна юратакансемшĕн чикĕ çуккине çирĕплетнĕ.

Арçынсем хушшинче Кармаскалă  тăрăхĕнчи  Подлубово ялĕнчи Юрий Кузнецов мала тухнă. Хĕрарăмсенчен маларах асăннă тăрăхри   Тинĕскÿл ял Канашĕнчи Алевтина Максимована çитекенни пулман. Вăл куракансене хăйĕн çаврăнăçулăхĕпе тата ăсталăхĕпе тыткăнланă.

Мероприятие ПР Культура министерстви, Республикăри халăх пултарулăх центрĕ тата Кармаскалă район администрацийĕ йĕркелесе ирттернĕ. Уяв кăçал  вун пĕрмĕш хут иртнĕ. Вăл  халăх  хушшинче анлă сарăлнă тата çынсем кăмăллакан уява çаврăннă.

Утă çулмалли уяв иртнĕ
Утă çулмалли уяв иртнĕ
Утă çулмалли уяв иртнĕ
Утă çулмалли уяв иртнĕ
Утă çулмалли уяв иртнĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас