Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
3 Июнӗн 2025, 11:15

Ача-пăча лагерĕсенче Луганск тата Донецк халăх республикисенчи 600 ача канĕ

Кăçалхи çулла Пушкăртстанра Луганск тата Донецк халăх республикисенчи 600 ача канĕç тата сывлăхĕсене сиплĕç. Кун пирки республикăна ертсе пымалли Управлени центрĕнче эрнесерен иртекен канашлура ПР Вĕрентÿ министерствин ертÿçи Ильдар Мавлетбердин пĕлтернĕ.

Ача-пăча лагерĕсенче Луганск тата Донецк халăх республикисенчи 600 ача канĕАча-пăча лагерĕсенче Луганск тата Донецк халăх республикисенчи 600 ача канĕ
Ача-пăча лагерĕсенче Луганск тата Донецк халăх республикисенчи 600 ача канĕ

«2025 çулхи çуллахи сывлăха çирĕплетмелли кампани вăхăтĕнче, иртнĕ çулсенчи пекех, эпир Луганск тата Донецк халăх республикисенчи ачасен канăвне йĕркелетпĕр.  Кăçал 600 ача тата вĕсене асăрхакан аллă çын килĕç.

Ильдар Мавлетбердин сăмахĕсем тăрăх, Луганск Халăх Республикинчи ачасем  пĕрремĕш сменăна июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче 96 ачапа 8 пăхакан килсе çитмелле. Вĕсене пурне те Мелеуз районĕнчи «Дружба» спортпа сывату комплексĕн базинче вырнаçтарĕç.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас