Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
3 Июнӗн 2025, 04:00

Пĕр уйăх хушшинче вунă пушар алхаснă

ПР Вăрман хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра пĕр уйăх хушшинче, май уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа июнь уйăхĕн 2-мĕшĕччен, вунă пушар алхаснă.

Пĕр уйăх хушшинче вунă пушар алхаснăПĕр уйăх хушшинче вунă пушар алхаснă
Пĕр уйăх хушшинче вунă пушар алхаснă

Ведомствăн информацийĕ тăрăх, çиччĕшĕ çынсем  вутпа асăрханусăр пулнăран, пĕри  çут çанталăк факторĕсенчен, тепри электропередача линийĕнчен тухнă. Вут-çулăм 25,1 гектар çинче алхаснă.

Иртнĕ талăк хушшинче Бурзян вăрман хуçалăхĕнче пĕр пушар шута илнĕ. Вăл  0,15 гектар çинче алхаснă.

Паянхи кун тĕлне 5785 гектар çинче  233  вĕри  вырăн (термоточки)  шута илнĕ.  Вĕсем хăйсем тĕллĕн хыпса илме пултараççĕ. Иртнĕ çулхи çав  вăхăт тĕлне вара 181 точка пулнă.

Пушар служби асăрхаттарнă тăрăх, 2025 çулхи июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пушкăртстанра 4,5 класлă пушар хăрушлăхĕ тăнă, вăрманлă  вырăнсем хыпса илме пултарнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас