

- Тÿлевсĕр пляжра, Ăшă кÿлĕре кунĕпех шыва кĕтĕмĕр. Ăшă шыв, тÿлевсĕр выртмаллисем, анчах пĕр-икĕ кунтан ÿт çине хăмпăсем тухса тулчĕç, тÿсме çук кĕçĕтеççĕ, - тет Пушкăртстан çынни.
Республикăри гигиенăпа эпидемиологи специалисчĕсем сĕннĕ тăрăх ятарласа уйăрнă вырăнта кăна шыва кĕме юрать. Чаракан паллăсем пулмасан шыва кĕме хăрушă е хăрушă маррине ахаль куçпа пăхсах пĕлме пулать. Енчен те шывра хурсемпе кăвакалсем ишеççĕ, йĕри-тавра чайкăсем вĕçеççĕ пулсан ку вырăнта шыва кĕме юрамасть. Шывра ишекен кайăксем кÿлле е çырмана хăйсен хурчĕсене тăкаççĕ, вĕсем церкариозпа е аллергилле дерматитпа чирлетме пултараççĕ.
Кÿлĕпе юнашар çÿп-çап тăкмалли вырăн, ял хуçалăх çĕрĕсем пулсан çумăр шывĕпе пĕрле кÿлле инфекци чирне пуçарса яракан гельминтсем, лямблисем, сальмонелла юхса кĕме пултараççĕ. Юнашар промышленность предприятийĕсем, автоçул пулсан наркăмăшланма пулать. Çакă хупă шывсене çеç мар, çырмасене те пырса тивет.