Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
4 Июнӗн 2025, 07:53

«Аленушка» ача сачĕн пултаруллă воспитанникĕсем Ĕпхÿре те мала тухрĕç

Пелепей хулинчи «Аленушка» ача сачĕн шкула хатĕрленекен ушкăнĕн воспитанникĕсем «Ташă çĕршывĕ»  Пĕтĕм Раççейри ташă фестиваль-конкурсĕнче I степень лауреачĕ пулса тăчĕç. Шкул çулне çитичченхи ачасем «Халăх ташши» номинацире вăй виçсе «Чăваш эрешĕсем» ташă ташларĕç. 

«Аленушка» ача сачĕн пултаруллă воспитанникĕсем Ĕпхÿре те мала тухрĕç«Аленушка» ача сачĕн пултаруллă воспитанникĕсем Ĕпхÿре те мала тухрĕç
«Аленушка» ача сачĕн пултаруллă воспитанникĕсем Ĕпхÿре те мала тухрĕç

Ачасем çак номере пĕтĕм чунтан хатĕрленчĕç. Вĕсем пысăк сцена  çине пĕрремĕш хут тухса курчĕç пулин те хăйсен тĕллевне туллин пурнăçларĕç. Ун йышши мероприятисем ачасене пултарулăх анинче пĕрремĕш утăмсем тума, хăйсен вăйĕсене ĕненме пулăшаççĕ.

Асăннă фестивале Атăлçи федераллă округри тата Раççейĕн тĕрлĕ хулисенчи ача-пăча ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Пире вăйлă тупăшуçăсемпе пысăк сцена çинче тăма та хумхануллă пулчĕ.

Вăйлă ăмăртуçăсем нумайăн пулин те ача сачĕн воспитанникĕсем тăван Пелепей хулине I степень лауреачĕ тивĕçлĕ ятпа таврăнчĕç.

Эпир  хамăрăн пĕчĕк артистсемпе, Милана Дмитриевапа, Кира Манушинапа, Виктория Егоровапа, Алена Ермолаевапа, София Коруховапа , Елизавета Крашенниковапа, Алина Махмутовапа, Ралина Кутеневапа, Устина Закутайлопа, чунтан мăнаçланатпăр.  Хĕр ачасем пурте питĕ маттур. Халĕ вĕсен пухмачĕнче «Пĕчĕк çăлтăрсем – 2025» ача-пăча музыка конкурсĕн муниципаллă конкурсĕнче 1 вырăн çĕнсе илнĕшĕн панă Хисеп хучĕ тата  виçĕ 1 степень лауреачĕн  дипломĕ ( вĕсене Пелепей хулинче иртнĕ «Хавхалану», «Тивлет» тата Ĕпхÿ хулинчи «Страна танца» конкурссенче мала тухнăшăн тивĕçнĕ).

Паллах, ачасен ашшĕ-амăшсем пулăшман, хавхалантарса пыман пулсан конкурса  кайма та, ачасен пултарулăхне кăтартма та майĕ пулмастчĕ. Çавăнпа та вĕсене  пысăк тав сăмахĕ калатпăр.  

Алена Яковлева, Татьяна Собачкина воспитательсем тата Алена Чубко музыка ертÿçи.

 

«Аленушка» ача сачĕн пултаруллă воспитанникĕсем Ĕпхÿре те мала тухрĕç
«Аленушка» ача сачĕн пултаруллă воспитанникĕсем Ĕпхÿре те мала тухрĕç
«Аленушка» ача сачĕн пултаруллă воспитанникĕсем Ĕпхÿре те мала тухрĕç
«Аленушка» ача сачĕн пултаруллă воспитанникĕсем Ĕпхÿре те мала тухрĕç
«Аленушка» ача сачĕн пултаруллă воспитанникĕсем Ĕпхÿре те мала тухрĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас