Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
4 Июнӗн 2025, 11:37

ПР ШĔМ министрĕн пуканне Александр Воронежский йышăннă

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн ПР ШĔМ министрĕ пулма полицин генерал-майорне Александр Воронежскине çирĕплетнĕ. 2022 çултанпа вăл полици пуçлăхĕ – Свердловск облаçĕнчи ШĔМ Патшалăх  управленийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.

ПР ШĔМ министрĕн пуканне Александр Воронежский йышăннăПР ШĔМ министрĕн пуканне Александр Воронежский йышăннă
ПР ШĔМ министрĕн пуканне Александр Воронежский йышăннă

Александр Васильевич Воронежский 1975 çулхи август уйăхĕн 4-мĕшĕнче Казах ССРĕнчи Алма-Ата облаçĕнче çуралнă. 1995 çулта Алма-Атари пограничникĕсен аслă командăллă шкулĕнчен вĕренсе тухса Казахстанри пограничниксен çарĕнче служба иртнĕ. 2001 çултанпа РФ Шалти ĕçсен министерствинче 2001 çултанпа ĕçлет.

Унтан маларах  ПР ШĔМ пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Александр Прядко кăçалхи март уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе отставкăна кайнă.

Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас