

Фестивале пирĕн хаçатăн корреспонденчĕ Инга Алексеева та хăйĕн 9 çулхи Матвей ывăлĕпе кайма кăмăл тунă.
- Ĕпхÿ хулинче ачасемпе аслисем валли чăн-чăн ачалăх утравĕ йĕркеленĕ. Хаçат ĕçченĕ пулнă май ун пек пулăма сиктерсе хăварма пултараймарăм, мероприяти питĕ савăнăçлă иртессе пĕлсе тата отпускра пулнипе усă курса ывăлпа иксĕмĕр республикăн тĕп хулине çитсе килме шутларăмăр.
Курав тата вăйă центрĕ тĕрлĕ тĕссемпе, ачасен хаваслă сăн-пичĕпе савăнтарать. Кунта çамрăк ăру вăйăсем вылять, кураври теттесене тытса пăхма çеç мар, вĕсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслеме те май пур.
«Айтăр выляма» - чăн-чăн ачалăх уявĕ, кунта кашниех хăйĕн кăмăлне каякан киленĕç тупма пултарать. Фестивальте кунĕпех пултăмăр пулин те каяс килмест-ха, - теççĕ Инга Ивановнăпа ывăлĕ.
Часах тĕп сцена çинче культурăллă программа пуçланĕ. Пушкăртстан Республикинчи Çамрăксен наци театрĕ ачасене Корней Чуковскин произведенийĕ тăрăх лартнă «Айболитпа Бармалей» мюзиклпа савăнтарĕ. 17-00 сехетре «Высокие Братья» урамри клоунсен театрĕн «Ухмахла цЫрк» спектаклĕ иртĕ. Программăра жонглерсем, пукансем çинче ларасси тата ыт. те пулмалла.
18-00 сехетре уява фестивалĕн ятарлă хăнин Амирхан Батабаевăн, куракансем ăна ытларах Amirchik псевдонимпа пĕлеççĕ, концерчĕ тăсĕ.
Тĕп сцена патне 19-00 сехете килекенсем «Спокойной ночи, малыши!» юратнă программăпа тата ăна ертсе пыракан Антон Зорькинпа тĕл пулĕç. Ун хыççăн 19-30 сехетре мультфильм пăхма май пулĕ. 20-00 сехетре «Ылтăн пулă хушнипе» («По щучьему велению») фантазилле фильм кăтартĕç.
«Союзмультфильм» киностудийĕн лапамĕнче фестивалĕн çамрăк хăнисене çÿллĕ пуканесем - Винни-Пухпа Пятачок - савăнтарнă. Каярах ачасем валли 3D моделированипе, теттесем хатĕрлессипе мастер-классем иртнĕ. Модăшăн çунакансемшĕн ÿт çинче вăхăтлăха тытăнса тăракан ÿкерчĕксем (тату) лартакансем те пур.
Фестиваль лапамĕнче тăватă кун хушши Раççейри тетте туса кăларакансемпе ал ăстисен куравĕсем ĕçлĕç.