Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
5 Июнӗн 2025, 08:00

Беларусь Республикипе тата та ытларах ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелĕç

Пушкăртстан Беларусь Республикинчи ял хуçалăх техники кăларакан предприятисемпе  ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелессине ÿстерме палăртать. Кун пирки Беларуссинче иртнĕ агропромышленность эрнинче регионăн вице-премьерĕ  - ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.

Беларусь Республикипе тата та ытларах ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелĕçБеларусь Республикипе тата та ытларах ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелĕç
Беларусь Республикипе тата та ытларах ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелĕç

- 2025 çулхи март уйăхĕнче «Агрокомплекс-2025»  тĕнче шайĕнчи выставка витĕмĕпе «Гомсельмаш» компанипе килĕшÿ тунă. Ун тăрăх Пушкăртстан аграрийĕсене туса кăларакан пур техникăна туянма 10 % çăмăллăхпа тивĕçтерĕç. Çавăн пекех 2023 çулта Пушкăртстанра «Амкодор-Агидель» производство  цехĕ  уçăлнă. Унта тыр-пула упрамалли силоссем (тимĕр чансем), тырă типĕтмелли, тиесе ямалли оборудованисем туса кăларассине хута янă»,  - тенĕ Ильшат Фазрахманов. 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас