Республикăра сăвăссем 6 568 çынна çыртнă, вĕсенчен 2 388-шĕ – ачасем.
Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулпа танлаштарсан сăвăс çыртнине пула медицина учрежденийĕсенчен пулăшу ыйтакансен шучĕ нумайланнă. 2024 çулхи çак вăхăт тĕлне сăвăссенчен 4459 çын инкек курнă пулнă. Çав шутран 1598-шĕ – ачасем.
Пушкăртстанра сăвăссем 2 388 ачана çыртнă
Специалистсем çынсен ÿчĕсем çинчен кăларса илнĕ 6026 сăвăса тĕрĕсленĕ. Вирус энцефаличĕпе чирлекен сăвăссен шучĕ 1,3% ( 2024 çулта – 1,4%), бореллиозпа – 16,3 процент (2024 çулта – 17,4%) танлашнă.