+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Аграрисем сенаж тата утă хатĕрлеççĕ, хальхи вăхăтра вĕсене 43 пин тата 1 пин тонна хывнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе Авăркас районĕ (виçĕ пин ытла гектар çулнă, 14 пин тонна силос хатĕрленĕ) малта пырать.
Вăтамран республикăра 2025 çулта пĕр выльăх пуçне 25,5 центнер единица хытă тата сĕтеклĕ выльăх апачĕ хатĕрлемелле.
Аса илтеретпĕр, вице-премьер – ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов аграрисене выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе хастартарах пурнăçлама чĕнсе каланă. Вăл палăртнă тăрăх, çут çанталăк условийĕсем республикăра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе тухăçлă пурнăçлама май параççĕ.