

Унăн сăмахĕсем тăрăх, çултан-çул уяв кунĕсенче пушарсен шучĕ ÿссе пырать. «Хĕрлĕ автан» тухнин тĕп сăлтавĕ – вут-çулăмпа асăрханусăр пулни, çав шутра пирус туртнă чухне те.
Ведомство представителĕ килте те, сад-пахчасенче те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалли çинчен аса илтернĕ. Уйрăмах пÿлĕмсенче туртма, сÿнтерсе пĕтермен пирус тĕпне пăрахма, электричество хатĕрĕсене тата кăмакасене тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Ачасене вара сăнаса, асăрхаса тăмалла.
Çут çанталăк пушарĕсене илес пулсан, çулталăк пуçланнăранпа 10 вăрман пушарĕ тухнине, типĕ курăк çуннă 276 тĕслĕхе шута илнĕ. Апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнчен республикăра пушарпа кĕрешмелли йĕрке вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн уçă çулăмпа усă курма тата кăвайтсем чĕртме юрамасть.