

. Кĕнекере тĕрлĕ хулара тата çĕршывра пурăнакан вырăс чĕлхипе çыракан литераторсен пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарнă тата сăввисене икĕ чĕлхепе, вырăсла тата китайла, пичетленĕ.
- Альманаха 500 ытла поэзипе проза авторĕн хайлавĕ кĕнĕ. Вăл хытă та çирĕп хуплашкаллă, хулăм та йывăр. Эпир интернет урлă тухăçлă ĕçлерĕмĕр. Кашни утăмрах ултавçăсем пулнăран çакă малтан кăштах хăратрĕ те, анчах питĕ яваплă çынсем пулчĕç. Мажит Гафури ячĕллĕ фондăн тĕп ертÿçине Люция Камаевана «Шанхай» альманахăн тĕп редакторĕпе паллаштарнăшăн пысăк тав, - тет Лидия Александровна.
Альманах страницисем пултарулăх тĕнчине çул çÿреве илсе каяççĕ тата паянхи Раççей литературинчи çĕнĕ ятсемпе паллаштараççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.