

Уява пурте – ачасенчен пуçласа аслисем таран – хатĕрленнĕ. Концерт программине Дмитрий Цветковпа Лариса Петрова ертсе пыракансем уçнă. Чи малтан асавпуçсене юбилей ячĕпе Семен ял хутлăх администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Николаева саламланă, вăл пурне те çирĕп сывлăх, яла çултан çул аталанса пыма суннă. Çавăн пекех уява килнисене «Дружба» СПК председателĕ Зилавир Максютов та ăшă сăмахсем каланă. Вăл Асавпуçне çирĕппĕн аталанма, унта пурăнакансене çирĕп сывлăх та ăнăçу суннă, хастар пурнăç позициллĕ çынсене Хисеп хучĕсем парса чысланă.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Ял кунĕнче вырăнта пурăнакансене чыслаççĕ. Çак кун пĕчĕк ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, юбилярсене, ялти ватăсене саламланă.
Уяв тăршшĕпех куракансене Шланлă, Семен, вырăнти культура çурчĕн ушкăнĕсем, Çтерлĕ хулинчи «Тавах» халăх ансамблĕ, Сементи культура çурчĕн «Нур» ташă ушкăнĕ тата чĕннĕ хăнасем савăнтарнă.