Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
16 Июнӗн 2025, 10:31

Социаллă хÿтлĕхсĕр çемьесене «ăслă» хыпарçăсемпе тивĕçтерĕç

Пушкăртстанра Радий Хабировăн хушăвĕпе социаллă хÿтлĕхсĕр юлнă ачаллă çемьесене GSM-модульлĕ пушар тухнине систерекен приборсемпе тивĕçтерме пуçланă. Кун пирки правительствăн оперативлă канашлăвĕнче ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Кирилл Первов пĕлтернĕ.

Социаллă хÿтлĕхсĕр çемьесене «ăслă» хыпарçăсемпе тивĕçтерĕçСоциаллă хÿтлĕхсĕр çемьесене «ăслă» хыпарçăсемпе тивĕçтерĕç
Социаллă хÿтлĕхсĕр çемьесене «ăслă» хыпарçăсемпе тивĕçтерĕç

Эксперимент шайĕнчи проекта Авăркас, Бирск, Благовещенск, Давлекан, Караидель, Мишкин тата Ĕпхÿ районĕсем хутшăннă.

«Ăслă» пĕчĕк сиренăсем тÿрех тăватă адреспа - опека органĕсене, тăванĕсене, васкавлă службăсене тата ял Канашне – сингнал яраççĕ. Маларах ун йышши хатĕрсене инвалидсем пур çемьесене тата ятарлă çар операцийĕн участникĕсен çемйисене панă. Халĕ çак списока социаллă службăсем енчен пысăк тимлĕх кирлĕ çемьесем те лекнĕ.    

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас